1 / 2

Ç амр ă к корреспондент

1№. Ç амр ă к корреспондент. Тăван чĕлхене юратакан ачасен пичет кăларăмĕ. 2011, чÿк. Шкулти хыпарсем. Асра юлчĕ Кĕр уявĕ Елчĕкри вăтам шкулта Пахча çимĕç уявĕ иртрĕ. Ку уява 5-8-мĕш класра вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Ачасем актăвăй зала стена хаçачĕсене кăларса çакрĕç.

Download Presentation

Ç амр ă к корреспондент

An Image/Link below is provided (as is) to download presentation Download Policy: Content on the Website is provided to you AS IS for your information and personal use and may not be sold / licensed / shared on other websites without getting consent from its author. Content is provided to you AS IS for your information and personal use only. Download presentation by click this link. While downloading, if for some reason you are not able to download a presentation, the publisher may have deleted the file from their server. During download, if you can't get a presentation, the file might be deleted by the publisher.

E N D

Presentation Transcript


  1. 1№ Çамрăк корреспондент Тăван чĕлхене юратакан ачасен пичет кăларăмĕ 2011, чÿк Шкулти хыпарсем Асра юлчĕ Кĕр уявĕ Елчĕкри вăтам шкулта Пахча çимĕç уявĕ иртрĕ. Ку уява 5-8-мĕш класра вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Ачасем актăвăй зала стена хаçачĕсене кăларса çакрĕç. Эпир пахча çимĕç выставкинче тĕрлĕ экспонат курса тĕлĕнтĕмĕр. Унта матрешка, Телей йывăçĕ, юр кĕлетке, кăранташ савăчĕ, чĕрĕп, пĕчĕк тăманапа пысăк упа пур. Ачасем тĕрлĕ вăйă вылярĕç, ташласа та юрласа савăнчĕç. Ильина Ольга, Сабакаева Виктория, илемлĕ костюмпа ташларĕç. 8-мĕш класри ачасем илемлĕ юрă юрларĕç. Пире уяв питĕ килĕшрĕ Аванская Наталья, 6-мĕш класра вĕренекен. Çĕнĕ çул уçрĕç Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Аманик ялĕнче çĕнĕ çул уçрĕç. Аманик çыннисем çав çула тахçантанпах кĕтсе пурăннă. Халĕ çав çул Аманик ялне каять. Ку çулпа Тĕмшере тата Куславккана хăвăртрах çитме пулать. Çула уçма депутатсем, батюшка килчĕ. Батюшка çула светить турĕ. Кунта Тĕмшер, Аманик тата Елчĕк ачисем пулчĕç. «Эткер» ансамбле çÿрекенсем чăваш ташши ташларĕç. Абукова Алена, 6-мĕш класра вĕренекен. Эпир интервью илетпĕр Анне кăмăлĕ мĕнле-ши? - Сывлăх сунатпăр, Елена Борисовна! Тавтапуç Сире пирĕнпе тĕл пулса калаçма килĕшнĕшĕн. Калăр-ха, тархасшăн, Эсир шкулта миçе çул ĕçлетĕр? Миçе ачана вĕрентсе кăлартăр? - Эпĕ шкулта 19 çул ĕçлетĕп, 250 ытла ачана вĕрентсе кăларнă. - Елена Борисовна, Сире пирĕн класпа ĕçлеме килĕшет-и? - Питĕ килĕшет. Ачасем мĕн тума каланине итлеççĕ, уроксенче шавламаççĕ. -Каçарăр та, ыйтмасăр чăтаймастăп. Эсир хăвăр та икĕ ывăл ÿстеретĕр. Вĕсем Сире итлеменни пулнă-и? - Ун пекки нихăçан та пулман. -Хисеплĕ Елена Борисовна, эпир Сире çывхарса килекен Аннесен уявĕ ячĕпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Интервью илекенсем –Аванская Наталья, Ефимов Иван, Сабакаева Виктория, Абуков Геннадий, Казакова Ольга. ǎ к м ǎ ы р ǎ л л «Манăн анне» интервью. - Анне, эпĕ санран интервью илесшĕн. Эсир класра миçен вĕреннĕ? -12 ача ,10-мĕш класра 28 ача. -Сан çывăх юлташсем Елчĕкре халĕ кам пур? -Порукова Нина Дмитриевна, Гоголева Светлана Николаевна. -Сан чи çывăх юлташ мĕн ятлă? -Порукова Нина Дмитриевна. -Эсир вĕреннĕ чухне шкулта мĕнле интереслĕ мероприятисем пулнă? -Çĕнĕ çул. -Анне, сан халĕ шкулта вĕренес килет-и? -Вĕренес килет. -Эсĕ хăш предмета пуринчен те ытларах юратнă? -Физкультурăна. - Анне, тавтапуç сана итервьюшăн. Интервью илекенĕ - Аванская Наталья Анне мĕнле вăл? л п к ǎ ǎ

  2. Аннесен кунĕ тĕлне Юратнă асанне Манăн асанне Абукова Раиса Ивановна ятлă. Вăл 65 çулта. Çуралнă вăл Тăвай районĕнче. Аманике пурăнма килес умĕн Волгоград хулинче тата Шупашкарти тракторсем тăвакан завода хăпартнă çĕрте стройкăра ĕçленĕ. Яла килсен 24 çул хăмла çинче вăй хунă. Çамрăк чухне Мускавра пурăннă. Вăл Мавзолей трибуни çинче Юрий Гагарина курнă. Совхоз панă путевкăпа Ленинграда кайса килнĕ. Пирĕн асаннен Хисеп грамотисемпе Дипломсем нумай. Вăл ĕç ветеранĕ. Хальхи вăхăтра асаннемĕр пире, мăнукĕсене, пăхать, алсиш-нуски çыхать. Эпир асаннене юрататпăр, ăна Аннесен уявĕ ячĕпе саламлатпăр. Абуков Геннадий, 6-мĕш класра вĕренекен. Аннепе Хĕвел Анне пире ачашлать, Хĕвел пире ăшăтать. Анне хĕвел пек – Ачисене çупăрлать. Абукова Алена, 6-мĕш класра вĕренекен Анне мана юратнă, Сиктернĕ сăпкара. Юрăпала çывратнă, Вĕрентнĕ пурнăçа. Толстова Дарья, 6-мĕш класра вĕренекен Миçе çăлтăр тÿпере? Миçе пучах сар уйра? Миçе йывăç вăрманта? Миçе юрă чĕрере? Хĕвел çеç пĕрре тĕнчере, Анне те пĕррех çĕр çинче. Абукова Алена, 6-мĕш класра вĕренекен н е Пуçватмăшсене хатĕрлекенĕ – 6-мĕш класра вĕренекен Ефимов Иван. Вăл сирĕнтен, ачасем, тупсăмĕсене кĕтет. АННЕÇĔМ мĕнле вǎл? ч е ч ĕ к р Анне Анне, санран лайăххи çук çак тĕнчере. Анне, санран юратни çук çĕр çинче. Ирпе-каçпа ăс паратăн мана, Сăпайлă пулма вĕрентетĕн çынпа. Анне, санран ĕçченни çук килте, Анне, эсĕ çывăх çын – çемьере. Юсова Ксения, 5-мĕш класра вĕренекен. Анекдот -Акă сана 10 канфет, çуррине йăмăкна пар. -Эп ăна 3 конфет паратăп . -Эс шутлама пĕлместĕн-им? -Эпĕ пĕлетĕп-ха, вăл пĕлмест. Çыраканни: Аванская Н. Пичетлекенни: Емельянова П. Кам пире юратать? Анне. Кам пире ирхине вăратать? Анне. Кам кĕнеке вуласа парать? Анне. Кам юрă юрласа парать? Аннеçĕм, анне!. Кам пире мухтать, ачашлать? Пирĕн юратнă анне! Абукова Алена, 5-мĕш класра вĕренекен. Редколлеги: Редактор – Емельянова Полина Секретарь –Сабакаева Виктория Корректор – Абуков Геннадий Фотокорреспондент –Ефимов Иван Яваплă корреспондент –Аванская Наталья Пирĕн адрес: Куславкка районĕ, Елчĕк ялĕ, Елчĕкри вăтам шкул, «Çамрăк корреспондент» кружок

More Related