1 / 16

Чăваш чĕлхине сăвапласа

Чăваш чĕлхине сăвапласа. Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе. Я.Ухсай. Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать, Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла. Сассăм пин чěлхеллě халăх хушшинче

Download Presentation

Чăваш чĕлхине сăвапласа

An Image/Link below is provided (as is) to download presentation Download Policy: Content on the Website is provided to you AS IS for your information and personal use and may not be sold / licensed / shared on other websites without getting consent from its author. Content is provided to you AS IS for your information and personal use only. Download presentation by click this link. While downloading, if for some reason you are not able to download a presentation, the publisher may have deleted the file from their server. During download, if you can't get a presentation, the file might be deleted by the publisher.

E N D

Presentation Transcript


  1. Чăваш чĕлхине сăвапласа

  2. Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм, Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе. Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ Çӳрет çӳлте те çĕр çинче вĕçсе. Я.Ухсай

  3. Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать, Шăпчăк та юрлать кунта ав чăвашла. Сассăм пин чěлхеллě халăх хушшинче Янăрать сăпайлăн, уççăн чăвашла. Л. Мартьянова

  4. Чĕлхе!.. Чи пысăк мул вăл çакă çутă тенчере, чи аслă пуянлăх. Унран пысăккине, унран мăннине урăх нимĕскер те, пĕр нимĕскер те шыраса тупаймăн. Ниçта та. Нихăçан та. Чи хаклă парне вăл кирек камшăн та, чи вăйлă пил-ĕмĕт! А.Назул

  5. Çепĕççĕн, сулмаклăн, Савăккăн, хăватлăн Янăратăн эсĕ, ман тăван чĕлхем. Тимĕре тататăн, Чул сăрта вататăн, Сÿннĕ вучахра та эс чĕртен хĕлхем! Савнă ялăмра-и, Шавлă хулара-и Сан сассун йыхравĕ пуçтарать пире. А.Канаш

  6. Пин-пин сăмахăмăр пур пирĕн, пин-пин юмахăмăр пур пирĕн, пин-пин юррăмăр пур пирĕн: Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе. А.Назул

  7. Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем Парсам пăлхавлă чунăма. Пĕр чăнлăх, савăнăç, илем, Пар ирĕк – çутăрах çунма. Ĕшеннисемшĕн çул çинче Эс – шанчăк çăлтăрĕ ялан. Тискер тăманлă каçсенче Йыхравлă чан пек янăран. Çунат паратăн çамрăка, Ватта чун канăçĕ кÿрен. Сÿнсе кĕлленнĕ кăмрăка Вуткайăк сывлашĕ кĕртен. В.Митта.

  8. Хĕç евĕр çивĕч, Çиçĕм пек кăварлă, Çут кĕмĕл саслă, витĕмлĕ чĕлхем! Эс манăн ĕçĕмри сÿнми хастарлăх, Юратупа кĕрешÿри илем! Ю.Петров-Вирьял

  9. Эй, чĕлхем, анне панă чĕлхем, Янăра эсĕ çут тĕнчере. Ыттине çĕр чĕлхе эп пĕлем, Эсĕ манăн – пĕрре çеç, пĕрре! Н.Сандров

  10. Çитмĕл те çичĕ тинĕс утравĕнче ылтăн вăрман, ылтăн вăрманта ылтăн пÿрт, ылтăн пÿртре ылтăн сакай, ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва, ылтăн йăвара ылтăн çăмарта, ылтăн çăмартаран тухнă хур чĕпписем шăкăл та шăкăл шăкăлтатса пурăннă евĕр ылтăн сăмахпа ынатланса, кĕмĕл кĕвĕпе кĕрнекленсе пурăнччăр, чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхемĕр, сана тăван шутлакансем, сана сума сăвакансем, сан илемлĕхÿпе сан хĕлхемлĕхне чун-чĕринче упракансем, ытарайми чăваш çыннисем. Ю. Сементер

  11. Чăвашчĕлхи – ту пек тулли арча – сан иксĕлмитупрупурин валли те çитнĕ, çитĕте. Кунран-кун – хаклăрах, кунран-кун – аслăрах. Пурнар, чĕлхем, тăванчĕлхем, пурнар. В.Туркай

  12. Тăван чĕлхе! Çав пулчĕ тĕкĕр пек. Килте, ютра-и эп – кирек ăçта та, Кирек хăçан та тав тăвап ăна: Чĕлхем! Санпа тĕнче уççи тытатăп, Шухăшлама вĕрентрĕн эс мана. П.Хусанкай

  13. Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,Миçе çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса...Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,Халь те пулин çивĕч, кăвартан таса.Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан таЭсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан, –Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăхЮт чĕлхесенчен те кая пулмĕ сан.Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху:Хĕрлĕ хĕрнĕ хурçă, çунтаракан çиçĕм,Вĕри вутлă çулăм эсĕ пулăн ху. ÇеçпĕлМишши

  14. Пин сасă хушшинче эс маншăн – Чи çепĕççи те чи ырри, Санра пурнать атте канашĕ, Анне юрлан сăпка юрри. П.Чичканов

  15. Тăван чĕлхе, эс – вĕçĕмсĕр тĕнче: Мĕн чухлĕ çăлтăр санăн тÿпÿнте! Сÿнми сăмахлă çăлтăр пуххинче: Тăван çĕршыв, Анне, çĕр – чи çÿлте. В.Энтип

  16. Пурсăра та пысăктав! Чăвашчĕлхи кунĕячĕпе!

More Related